Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Уй-хир ĕçĕсенелайăх кăтартусемпе вĕçленĕ

Уй-хир ĕçĕсенелайăх кăтартусемпе вĕçленĕ

Иртнĕ эрнере округри ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Уяв кĕреки Шăхасанти культура çуртĕнче иртрĕ. Хăнасене фойере пултарулăх ушкăнĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç, тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.

Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, округри депутатсен пухăвĕн председателĕ Сергей Шерне тата муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламларĕç. Вĕсем кăтартусемпе малта пыракансене тĕрлĕ ведомство наградисемпе чысларĕç, тăрăшулăхĕшĕн тав турĕç, аталанупа ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунчĕç.

Уявра лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пыракан хуçалăхсене те асăнса хăварчĕç. Выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ палăрнă, тыр-пул çитĕнтерессипе «Çĕр улмине мухтав _ Канаш» агрофирма мала тухнă. Фермерсем хушшинче выльăхпа Алексей Макаров аван ĕçленине каларĕç, уй-хирте Иван Протасов фермер пысăк тухăç илнĕ.

Халĕ цифрăсене уйрăммăн тишкерер. Кăçал округра уй-хир ĕçĕсемпе 19 ял хуçалăх организацийĕ (вăл шутран 15-шĕ — тулли мар яваплă пĕрлĕх, 3-шĕ — ял хуçалăх кооперативĕ, пĕри — колхоз) тата 60 хресчен-фермер хуçалăхĕ тимленĕ. Вĕсен ĕç кăтартăвĕсене статистика органĕсенче шута илнĕ. Пирĕн округ, кăтартусен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, уй-хиртен пуçтарса кĕртнĕ тĕш тырăн вăтам тухăç виçипе республикăра 3-мĕш вырăна тухнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *