Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Партин регионти уйрăмĕн тĕллевĕсене сÿтсе явнă

Партин регионти уйрăмĕн тĕллевĕсене сÿтсе явнă

Канашри муниципаллă округра «Единая Россия» партин черетлĕ конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне асăннă партин Чăваш Енри регионти уйрăмĕн секретарĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей сенаторĕ Николай Владимиров, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, вырăнти депутатсен пухăвĕн председателĕ Сергей Шерне хутшăннă.

Парти членĕсем тĕлпулу вăхăтĕнче регионти уйрăмăн тĕллевĕсене сÿтсе явнă, Шупашкарта иртекен партин регионти 34-мĕш конференцине хутшăнма делегатсене суйланă.

Çавăн пекех округăн политика пурнăçĕнче пысăк хастарлăх кăтартакан депутатсене, администраци ĕçченĕсене тата муниципалитетра пурăнакансене Тав хучĕсем парса чысланă.

Конференцие пуçтарăннисем çывхаракан Раççей Президенчĕн суйлавне те тимлĕхсĕр хăварман. «Партин тата хамăр регионăн пурнăçĕнче малалла та хастар ĕçлесе пырăпăр, пирĕн малашлăха витĕм кÿме тата ырă улшăнусем тума майсем пур», — тенĕ Николай Владимиров сенатор.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *