Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Вăхăт капсулине вырнаçтарнă

Вăхăт капсулине вырнаçтарнă

Унчченхи «Цивиль» ача-пăча кану лагерĕ вырăнĕнче хĕрÿ ĕç вĕрет. Подрядчик лагерĕн малтанхи хуралтисене пăсса тирпейленĕ. Тасатнă лаптăк çинче гостиница комплексĕ валли никĕс янă. Строительство ĕçĕсем виçĕ пин ытла тăваткал метр çинче пыраççĕ.

Туристсем валли унта пĕтĕмпе 119 кану номерĕ пулĕ, хальхи вăхăт тĕлне иккĕшне хатĕрлесе çитернĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕмпе 50 ытла çурт хăпартма палăртаççĕ. Строительство ĕçне вырăнта пурăнакансене те хастар явăçтараççĕ.

Çак кунсенче савăнăçлă лару-тăрура вăхăт капсулине вырнаçтарнă. Мероприятие Чăваш Енри экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Елена Дымза, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, унăн çумĕ Валерий Чернов тата муниципалитетри депутатсен пухăвĕн председателĕ Сергей Шерне хутшăннă.

Аса илтеретпĕр: гостиница комплексĕ килес çул ĕçлеме пуçлĕ, ăна «Туризм тата тараватлăх индус- трийĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕклеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *