Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Аксарино е Çăлпуç ялĕн историйĕ

Аксарино е Çăлпуç ялĕн историйĕ

«Канаш ен» хаçатăн 39-мĕш номерĕнче Пĕчĕк Пикших ялĕн историне çырса пĕлтернĕччĕ.

Унта çапла çырнăччĕ: «Канаш хули йĕркеленсе кайиччен Пĕчĕк Пикшихĕн чи çывăх ялĕ Çăлпуç (Аксарино) пулнă. Пĕр ялтан тепĕр ялне тÿртен çитме тăват çухрăм е тĕп ялне çитме вара çичĕ çухрăм патне утмалла». Чăнах та Пĕчĕк Пикшихпе Çăлпуç ялĕсем Озирма юхан шывĕ тăрăх вырнаçнă. Озирма юхан шывне вара чăвашларах çырсассăн Уйри çырма тесе каланине пĕлтерет. Чăваш энциклопедийĕнче Çăлпуç ялĕ пирки çапла çырнă.

«Аксарино, Çăлпуç (Караклы-Аксарино) – деревня в Канаш. р-не, Караклин. сел. поселения. Расположена на левом берегу р. Ута. Историч. названия: Каркла-Аксарина, Караклы Аксарина (Сюльбось). Жители – чуваши, русские, до 1721 ясачные, до 1866 государствен. крестьяне. В составе Утин. волости Свияж. у. в 18 в., Новомамеев. волости Цивил. у. – 19 в. Число дворов и жителей, в 1721 – 29 муж., 1782 – 43 муж. Автор: В.И. Харитонова».

Ку текста тĕрĕс мар çырнă тесе каламастăп. Анчах та кĕскен, справочник материалĕ евĕр çырнăран, йăлтах ăнланса пĕтерме йывăр. Хальхи вăхăтра Аксарино ятлă ял Сĕнтĕрвăрри райо- нĕнче пур. Чăваш халăхĕн сайчĕ çинче вырăсла çапла çырнă: «Деревня Аксарино _ старинный населенный пункт Чувашии. Известно, что деревню Аксарино в начале XVIII века основали выходцы из деревни Караклы (Аксарино) Цивильского уезда». Кунта тĕрĕс мар çырса ăнлантараççĕ. Пĕр çĕр çул каялла Сиккаси ялĕ çумĕнче Аксарино ятлă ял ларнă. Икĕ Аксарино ялĕсем хушшинче тÿртен 12 çухрăм пулать. Анчах та ку ялсем те пĕр-пĕринпе тă- ванлă ялсем пулаççĕ тесе калаймас- тăп. Мĕншĕн ун пек пулнине малалла вуласан ăнланма пулать. Халĕ ку яла Яманкасси теççĕ.

Çăлпуç ялĕ мĕнле майпа йĕркеленсе кайма пултарнине çак ялта 1710 çулта ирттернĕ çырав пулăшма пултарать. Çав çырав тăрăх, Ута вулăсри Караклы-Аксаринăра (Çăлпуç) ялĕнче 4 кил шутланса тăнă. Вĕсем икĕ ясак тÿлемеллĕх çĕр тытса тăнă. Сăмахран, пĕр ясакра сухаласа тырă акмалли 8 гектар, утă çулмалли тата выльăха касу çÿретмелли 3 гектар çĕр шутланса тăма пултарнă. Çемье айвантарах пулнă пулсассăн вĕсем çур ясакпа та çырлахма пултарнă. Çак цифрăсем çавна ăнлантарса пама пултараççĕ.

Çăлпуç ялĕ 17-мĕш ĕмĕр вĕçнелле йĕркеленсе кайма пултарнă. Пĕрремĕш килсем чаплă çăлкуç çумĕн-че вырнаçнă пулас. Çавăнпа та ялне Çăлпуç тесе каланă. Анчах та чи малтан унти çĕрсем Аксарина ятлă çыннăн пулнă. Çавăнпа та вырăс межевикĕсем яла Аксарина ятпа çырма пуçланă. Аксарин сăмах Аксар ятлă çынран тухнă. Мĕне пĕлтерет-ши çак ят? Сăмахран, сар сăмах Чебоксар çумĕнче те пур. Кÿршĕри ял Юмансар ятлă. Шупашкар çумĕнче Лапсар ятлă ял ларать. Аксар ячĕ икĕ сăмахран: «ак» тата «сар» тухнă. «Ак» вырăсла «вот» е «сар» вырăсла «главный», «глава» тенине пĕлтереть. Çемьере ытларах хĕрсем çуралнă пулас. Хĕрсем кайăк пек. Ÿссе çитĕнсен тÿрех вĕçсе тухса каяççĕ. Çавăнпа та тĕп килте йăха малалла тăсма арçын ача кирлĕ пулнă. Арçын ача çуралсан тĕлĕннĕ. Ун хыççăн ак хуçа çуралчĕ тенĕ. Авалхи сăмахпа арçын ачине тепĕр майлăрах Аксар ят лекнĕ.

Юмансар пирки çапла ăнланмалла. Ял никĕсленнĕ вырăнта ытларах юмансем ÿснĕ. Вырăсла куçарсассăн çапла ăнланмалла: участок леса, где главенствовали дубы. Юмансар ялĕн историне тепĕр статьяра вулăр.

1747 çулхи çырав тăрăх Çăлпуçра тĕне кĕртнĕ 5 арçын тата тĕне кĕмен 26 арçын пурăннă. 1762 çулта вара тĕне кĕртнĕ 31 арçын, 25 хĕрарăм пурăннă. 1780 çулччен Аксарино ялĕ Сĕве уесĕнчи Ута вулăсра шутланса тăнă. Çав çулсенчех, административлă реформăсем ирттернĕ хыççăн, Ута ятлă вулăса пĕтернĕ те Аксарино ялне Çĕрпÿ уесне кĕртнĕ.

Ĕлĕкхи Çăлпуç (Аксарино) ял историйĕ кĕскен çапла пулса тухрĕ.

Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах» трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *