Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Телейĕмĕре ырă та сăваплă ĕçпе туптар

Телейĕмĕре ырă та сăваплă ĕçпе туптар

Тăван тавралăха тирпей-илем кÿресси кашни ял çыннин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулмалла, — тесе палăртаççĕ Мăкăр тăрăхĕнче пурăнакансем.

Çак кунсенче вĕсем ыр кăмăллăх акцине хутшăннă. Туслă йышпа тухса вăрçăра пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне тата клуб çумĕнчи стадион таврашне йĕркене кĕртнĕ.

Çав кун Вячеслав Николаев, Сергей Владимиров, Николай Афанасьев тата Анна Обаськина уйрăмах хастар ĕçленине палăртса хăвармалла. Римма Павловнăпа Леонид Николаевич Михайловсем тавралăх тасалахăхĕпе илемлĕхĕ вăй-хăват хушнине, кăмăла тата чунри çуната çĕкленине каланă.

Хисеплĕ ял-йыш, айтăр-ха телейĕмĕре ырă та сăваплă ĕçпе туптар, вĕсене хастар хутшăнса тавралăха тата та илемлĕрех тăвар!

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *