Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вăйăра туслăх çĕнтернĕ

Вăйăра туслăх çĕнтернĕ

Администраци структуринче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ енлĕ хутшăнаççĕ. Кабинетсенче курнăçса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панипе кăна çырлахаççĕ текенсем йăнăшаççĕ. Ĕç хыççăн спорт залĕнче тĕл пулса тупăшма та вăхăт тупаççĕ муниципалитет службин ĕçченĕсем.

Иртнĕ эрнере Канашри муниципаллă округăн спортсменĕсем Шупашкар хулине кайса килчĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен ушкăнне Сергей Михайлов ертсе пычĕ. Вĕсем тĕп хулара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕç.

Мини-футбол турнирĕ пуçланиччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ — шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов Канашри муниципаллă округăн общество пурнăçĕнче пысăк тÿпе хывнă Алексей Константинова, Александр Иванова тата Александр Павлова Чăваш Енри муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Спортсменсем команда пĕрлĕхне, футбол вăййине ăста выляма пĕлнине кăтартса пачĕç. Кашни енчен тĕл пассемпе хитре голсем пĕрре мар пулчĕç. Турнир вĕçленсен ăмăртусен судйи туслăх çĕнтернине пĕлтерчĕ. Çитес вăхăтра çакнашкал ăмăртусем ытти спорт тĕсĕсемпе те иртĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *