Кăçал юпа уйăхĕнче эпĕ — Шăхаль ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ тата вырăнти культура çурчĕн массăллă мероприятисен йĕркелÿçи Венера Васильева пĕрле калаçса аслă ÿсĕмрисен клубне уçма шутларăмăр.
Венера Николаевна ăна «Вдохновение» ят парас терĕ. Эпĕ: «Питĕ лайăх, чăвашла «Хавхалану», кăмăл-туйăм çĕкленĕвĕ», — терĕм. Тĕрĕссипе каласан, эпир — ватăсем, килте ларса йăлăхсах çитрĕмĕр. Телевизор та ывăнтарать, алă ĕçĕ те… Тухса çÿресе çынсемпе хутшăнас килет.
Чи пĕрремĕш занятие саккăрăн пухăнтăмăр. Хамăр мĕн-мĕн енĕпе ĕçлессине палăртрăмăр. «Ырă хыпар» православи тĕн журналĕнчи калавсене вуларăмăр, унтан мĕн илтнине сÿтсе яврăмăр. Ĕç вырăнтан тапранчĕ. Халĕ кашни юнкун каçхине ултă сехет валли пуçтарăнса çĕрлехи тăхăр сехетчен ларатпăр. Пирĕн йыш шучĕ те хушăнчĕ, 10-12 çынна çитрĕ.
Маргарита Столярова, Валентина Никонова, Наташа Стальская — чăн-чăн алă ăстисем, тем тĕрлĕ япала çыхма та пĕлеççĕ. Темиçе мастер-класс ирттерсех ыттисене тапочкисем, пинеткăсем, калпаксем çыхма вĕрентрĕç. Венера Николаевна пуçарнипе чăвашсен ĕлĕкхи улахне те ирттертĕмĕр. Чăвашла тумлантăмăр, çăпата сыртăмăр. Юрласа, ташласа, хăшĕ çыхса, теп-ри вара арласа лартăмăр.
Çанталăк сивĕтрĕ, хĕл ларчĕ. Эпĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем валли çăм нускисем çыхма сĕнÿ патăм. Пурте хаваспах килĕшрĕç. Кĕске вăхăтра чылай алса-нуски çыхрăмăр, лавк- каран туянакансем те пулчĕç. Ку пархатарлă ĕçе клуб членĕсем кăна мар, ялти пенсионерсем те хастар хутшăнчĕç. Çимелли те, тăхăнмалли те, хăйсем хупнă пахча-çимĕç те нумай пуçтарса пачĕç. Вĕсене палăртса хăварни ытлашши пулмĕ: О. Родионов, В. Петров, М. Клементьева, Е. Александроа, Т. Кириллова, Г. Столяров, Н. Николаев, М. Филиппова, Г. Николаева, Л. Иванова, Р. Филиппова, Р. Родионова, В. Васильева тата ыттисем. Кама та пулан сиктерсе хăварнă пулсан тархасшăн каçарăр.
Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шăхаль ялĕнче кун çути курнă, халĕ Çĕрпÿ тăрăхĕнче пурăнакан Олег Степанов Чурачăк чиркĕвĕн настоятелĕпе Александр Сидоровпа пĕрле пухнă япаласене илсе инçе çула тухрĕç. Вĕсем Украинăна малтан та гуманитари пулăшăвĕ- пе çитсе килнĕ пулнă, ку вĕсен — иккĕмĕш рейсĕ.
«Хавхалану» клубĕн членĕсем Кăшнаруйĕнче ТЮЗ артисчĕсен «Лайăх пулсан — арăма, начар пулсан — арçынна» спектакльне пăхса савăнчĕç. Артисчĕсем — Канаш тăрăхĕнчен тухнăскерсем, вĕсен йышĕнче Кăшнаруйĕнчи Ирина Архипована курма питĕ хавас пултăмăр.
Клуб ĕçленĕ вăхăтра икĕ курав иртрĕ. Пĕринче Анатолий Никандров хăйĕн ĕçĕсене тăратрĕ, вăл бисертан картинăсем, турăшсем тĕрлеме ăста. Унăн ĕçĕсене курса пурте хытă тĕлĕнтĕмĕр.
Лариса Иванова алмаз мозаикипе хатĕрленĕ чечек букечĕсемпе тата çут çанталăка сăнлакан паха ĕçĕсемпе савăнтарчĕ.
Тепĕр черетлĕ занятире Алевтина Дмитриева çырнă «Виççе пайланнă пурнăç» калава вуласа сÿтсе яврăмăр.
Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче окоп çуртисем ăсталарăмăр. Маргарита Столярова пĕр михĕ тулли банка илсе пычĕ. Вуннăн ĕçлерĕмĕр, чылай банка хатĕрлерĕмĕр. Çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр.
Ĕç малалла пырать. Венера Васильева пире яланах пулăшать, социаллă сетьри ушкăнта мĕн ĕç тăвассине чылай малтан пĕлтерсе тăрать.
Альбина ИВАНОВА,
Шăхаль ялĕнчи ветерансен
канашĕн ертÿçи