Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ çула — çĕнĕ ФАПсем

Çĕнĕ çула — çĕнĕ ФАПсем

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Кивĕ Шелттемпе Вырăскас Пикших ялĕсенче пурăнакансем валли пысăк парне туса панă. Икĕ ялта та «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнă.

Çак савăнăçа вырăнта пурăнакансемпе пĕрле республикăри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата вырăнти тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Шерне пайланă.

Çĕнĕ ФАПсене хальхи пурнăç ыйтăвĕпе килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ, тухтăрсем вырăнта пурăнакан пин ытла çын сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *