Вĕсем госпитальсенче сипленекен аманнă салтаксем валли ятарлă минтерсем çĕлеççĕ. Çак ĕçе вĕрентекенсемпе пĕрле ачасем те хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче катексем çар витĕмĕнчи сиплев учрежденийĕсене гуманитари пулăшăвĕн тăваттăмĕш партине ăсатнă, унта — 156 минтер кĕнĕ.
Унсăр пуçне Ачча тăрăхĕнчи волонтерсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем валли укçа-тенкĕ, апат-çимĕç тата ытти кирлĕ хатĕр пуçтарса параççĕ.
«Ыр кăмăллăх» акцине тытса пыракансем çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тĕлĕшпе шкул директорĕн канашлуçипе Зоя Петровапа телефонпа çыхăнтăмăр.
— Малтан эпир кашни парти валли çĕршер минтер çĕлесе хатĕрленĕччĕ. Пулăшас текен çынсен йышĕ хушăнса пынăран хальхинче ĕç те ÿсĕмлĕрех
пулчĕ. Шкул ачисен ашшĕ-амăшне пысăк тав сăмахĕ калас килет, пусмапа тата çиппе туллин тивĕçтерчĕç. Минтер ăшне хумалли синтепона Канаш хулинчи пĕр çĕвĕ цехĕ укçасăр пачĕ. Палăртнă ĕçе Çĕнĕ çул уявĕн кану тапхăрĕнче туса пĕтертĕмĕр, — пĕлтерчĕ Зоя Васильевна.