Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Ĕç çынна илем кÿрет

Ĕç çынна илем кÿрет

Мускавра «Раççей» курав-форум малалла ĕçлет. Унта иртнĕ канмалли кунсенче республикăпа округ чысне пирĕн ентешсем, пултаруллă тĕрĕ ăстисем, тивĕçлĕн хÿтĕлерĕç.

Мускаври ВДНХра республикăри министерствăсен ăсталăх класĕсем тата уявсем иртеççĕ. Кăрлач уйăхĕ уявсемпе пуян пулни çак мероприятисене ирттерме аван пулса тухрĕ. Мĕншĕн тесен ĕçчен халăх та, шкул ачисем те кĕске каникулта пулчĕç. Çавăнпа и, тен, хаваслă та савăк кунсем иртрĕçех Чăваш Республики валли уйăрса панă ятарлă лапамра.

Раштав, Кивĕ Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн пирĕн республикăн Культура министерстви те курава çитсе куракансене савăнтармаллипех савăнтарчĕ. Шупашкар хулинчи Чăваш Патшалăх ÿнер музейĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарни, ăсталăх класĕсем ирттерни çинчен радио хумĕсенче хыпарсем пулнăччĕ.

Республикăри чăн-чăн алă-тĕрĕ ăстисемпе, пурнăçа, юратнă ĕçе çĕнĕ вăркăш кĕртекенсемпе шăпах Кивĕ çĕнĕ çул уявĕнче

паллаштарчĕç. Палăртма кăмăллă, куракансен, ăсталăх класĕсене хутшăнакансен йышĕнче тĕрлĕ сăлтава пула хăйсен шăпипе пурнăçне Мускав хулипе тата унăн çывă- хĕнче вырнаçнă хуласемпе çыхăнтарнă, унта чăннипех яланлăхах тымар янă ентешсем кăна мар, вырăссемпе ытти наци халăхĕ те хастар, кăсăклансах хутшăнчĕ.

Чăваш Республикин ятне-сумне ку хутĕнче те çÿле çĕклекенсем Чакаç тăрăхĕн-че ĕçлесе пурăнакан Вероника Ивановапа (Мăкăр ялĕ) Светлана Васильева (Чакаç) пулчĕç.

Паянхи кăларăмăн тĕп сăнарĕ вара Вероника Иванова пулĕ. Унăн пултарулăхĕпе тата кун-çулĕпе паллаштарма, унран ырă тĕслĕх илме сăлтавĕ те çук мар. Кĕске блиц-интервьюра шăпах алă-тĕрĕ ăстин кун-çулне уçса парăпăр та.

— Вероника Ивановна, ырă вăхăт тĕлне пултăр! Çĕнĕ çул уявĕсемпе саламлатпăр сире. Чи ыррине сунатпăр, мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пытăр.

— Хĕрÿллĕ салам пурне те! Ырă сăмахсемшĕн пысăк тав.

— Вулакан-куракан сирĕн ĕçсемпе тата çитĕнÿсемпе интересленсе паллашсах тăрать пулĕ. Çавах та кĕскен те пулсан паллаштарсамăр хăвăрпа. Ăçта çуралнă, ÿснĕ, кама вĕреннĕ, паянхи кун ăçта ĕçлетĕр?

— Эпĕ Мăкăр ялĕнче туслă тата йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Малтан Мăкăрти 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. Эпир çемьере тăххăрăн. Эпĕ вара чи кĕçĕнни, чи патварри, чи ачашши тата чи пултарулли. Туслă ĕçчен Мăкăр ял каччинех качча тухнă, пĕрле кил-çурт çавăрнă, икĕ пепкене кун çути парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Мăшăрăм, Геннадий Васильевич, ялтах ĕçлет, тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасть. Паянхи кун эпир тăватă мăнукпа савăнса пурăнатпăр. Аслă ывăлăн Димăн икĕ йĕкĕреш хĕрпе пĕр ывăл, Алена хĕрĕн хальлĕхе пĕр ывăл çитĕнет-ха. Мăнукăмсем пирĕншĕн — пулас тĕрев тата чун уççи.

Паянхи кун эпĕ Мăкăрти культура çуртĕнче заведующий пулса ĕçлетĕп. «Туслăх» фольклор ушкăнне (вунă çула яхăн) тата аслăраххисемпе шкул ачисем валли алă ăстисен кружокне ертсе пыратăп. Мана хамăн ĕç питĕ килĕшет, юратнă ĕçре телейĕме тупрăм. Ку вăл — Турă парни, анне пиллени, хамăн пултарулăха шанса аталантарни.

— Фольклор ушкăнне ертсе пыратпăр терĕр. Сăн ÿкер- чĕксенче Мускаври уявра та сире чăвашсен капăр тумĕпе куратпăр. Çак тума эсир ятарласа туяннă, е хăвăр пултарулăхпа ăсталăха тĕпе хурса уяв валли хатĕрленĕ?

— Паллах хам ятарласа çĕленĕ тата тĕрленĕ. Тĕрлесси вара чи-чи юратнă ĕç, ачаранах тĕрлеме-çĕлеме юратнă эпĕ. Фольклор ушкăнне çÿрекенсене пурне те тĕрлесе тăхăнтартма май тата мехел çитернĕ. Кĕписене вара пурне те тенĕ пекех Любовь Кузьмина çĕлесе панă.

— Вăрттăнлăх мар пулсан паянхи кун сирĕн гардероб- ра миçе чăваш тумĕ тата чă-ваш кĕпи?

— Хам çĕлесе тата тĕрлесе хатĕрленĕ чăваш кĕписем пĕтĕмпе çиччĕ, унсăрăн пуçне, паллах, хушпăвĕ те, тухйи те, масмакĕпе сурпанĕ те çителĕклех. Вĕсене пурне те хамах пултарулăха аталантарса чăваш тĕррисемпе эрешлесе хатĕрлетĕп, тус-тăвана парнелеме те вăй çитеретĕп.

— Халĕ пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă ыйту патне таврăнар-ха. Мускава ăсталăх класĕ кăтартма çула тухма шикленмерĕр-и? Çакăн пек мероприятисене хутшăнни сире мĕн парать; Сăмахран, Мускава çитсе килни сире мĕнпе хавхалантарчĕ?

— Чи малтанах çакăн пек яваплă та сумлă ĕçе шанса панишĕн питĕ савăнтăм. Асăннă ыйтупа ĕçлекен яваплă ĕçченсене чĕререн тав тăватăп. Ывăнни çынсен савăнăçĕпе сирĕлет, татах та «çанăсене тавăрса» ĕçлес килет, пултарулăха туптас килет. Куравĕ çав тери анлă та пысăк. Тĕрлĕ наци халăхĕ чăваш тумĕпе, чăваш тĕррипе кăсăкланни, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем туни, ыйтса пĕлни чуна пăлхантарать, савăнăç туйăмĕсем çуратать. Татах та тăрăшса ĕçлес килет. Ентешсем, аякра пурăнаççĕ пулсан та, чăваш чĕлхине манманни, килĕсенче тата çын çинче чăвашла калаçни кăмăла çĕклет.

— Çакăн пек ăсталăх класĕсене хутшăнни кирлех-и?

— Паллах, питĕ кирлĕ. Нумай çул пухнă пуян опыта çи- тĕнекен ăрăва парса хăварас килет, чăваш мулĕ-пуянлăхĕпе чун-чĕререн мăнаçланас килет. Ăна ĕçпех çирĕплетсе каланă пулăттăм паян. Ăсталăх класне чылай арçын ача хутшăнчĕ. Питĕ интересленсе ĕçлерĕç вĕсем, пăрахса каймарĕç, тĕрлес техникăна алла илсе палăртнă ĕçе вĕçлерĕç. Мĕнле савăнмăн вĕсемшĕн, ĕçĕм ăннишĕн, чăваш халăхĕн мулĕпе паллаштарма мехел çитернишĕн тата май тупнишĕн…

— Еплерех йĕркелерĕр кун йĕркине, мĕнлерех хатĕрленсе кайрăр?

— Чăнах та, килтен эрнешер тухмасăр хатĕрленме те тиврĕ. Юратнă ĕçе çĕнĕ вăркăш кĕртес килчĕ. Тĕрленĕ ал шăллисемпе салфеткăсем, масмакĕсемпе тухйисем чылайччĕ-ха… Пуçа тĕрлĕ ырă шухăш канăç памарĕ: чăваш тĕррипе эрешлесе ятарласа тĕрлĕ тĕслĕ шкатулкăсемпе чечек чÿлмекĕсем, кĕсье телефонĕсене чикмелли ятарлă пĕчĕк хатĕрсем, тутлă канфетсем хумалли савăтсем… Курава килнĕ хăнасем ытараймасăр чăваш халăхĕн пуянлăхне туянса та хавхалантарчĕç.

— Еплерех иртрĕ ăсталăх класĕ; Камсем хутшăнчĕç çак ĕçе?

— Ăсталăх класне ытларах Мускав хулинче пурăнакан шăпăрлансем хутшăнчĕç, кĕçĕн класра вĕренекенсен йышĕ чылайрах пулчĕ. Тата тĕлĕнсе каймалла, арçын ачасем питĕ тĕрлеме вĕренесшĕн пулчĕç. Тĕрлес ăсталăха алла илчĕçех вĕсем. Хĕрачасем те питĕ пултаруллă, паллах, ăсталăх класне ятарласа пурте ашшĕ- амăшĕпе килнĕ.

— Мĕнле хăват е кам хавхалантарса тăчĕ сире умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама?

— Палăртса хăварма кăмăллă, пирĕн делегаци ушкăнĕн- че районти культура çурчĕ çумĕнчи специалист Зоя Николаева, республика делегацийĕн ушкăнĕнчи асăннă ĕçшĕн яваплă ĕçчен Светлана Тяхмусова пулчĕç. Вĕсем пире хавхалантарса тăчĕç, ырă сĕнÿсем пачĕç. Хаклă хăнасен йышĕнче округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов та пулчĕ. Вăл пирĕн çитĕнÿсемпе интересленсе тăчĕ. «Мухтавлă Канаш енĕн пултаруллă ĕçченĕсене куçпа курса тепре савăнтăм», — терĕ Сергей Николаевич. Çул çÿреве эпĕ хут купăссăр тухмарăм, унсăрăн пурăнма та пултараймастăп-çке. Халăхра палăрнă чăваш юррисене шăрантартăм, такмаксене каласа хăнасене вăйă картине чĕнтĕм. Уява пухăннисем, ентешсем такмаксем каласа пĕрле ташларĕç.

Хут купăса алăран яма майĕ те, сăлтавĕ те çук. Умри çитĕнÿсем вăй-хăват парсах тăраççĕ-çке: Крымра Алушта хулинче иртнĕ халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Вырăс хут купăсĕ» 3-мĕш фестивалĕнчен те çĕнтерÿпе таврăнтăм, «Хут купăсçă-солист» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Ираида Вдовина ячĕпе иртекен «Ай, юрлар-и!» конкурса икĕ номинаципе хутшăнса хамах хуткупăса вылятса тата юратнă юррисене шăрантарса куракансен чĕрисене тыткăнларăм. Районти тата республикăри купăсçăсен фестивалĕсене те пĕрре мар хутшăнса пултарулăхпа савăнтарнă, хавхалантару парнисене тивĕçнĕ.

— Тĕрĕ тĕрлес енĕпе округ тата республика шайĕнчи мĕнле мероприятисене хутшăнтăр?

— Эпĕ питĕ тĕрлеме юратнине каласа хăвартăм ĕнтĕ. Çамрăк чухне чи малтанах майра тĕррисем тĕрленĕ эпĕ, хĕресле тĕрĕ те аван пулатчĕ. Вĕсене чăваш тĕрри пек хă-вăрт тĕрлеймĕн. Юлашки çулсенче чăваш тĕррине кăмăлларăм. Чăваш тĕррин кунне те маншăнах тунă пулĕ тесе те питĕ савăнатăп, чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Мĕншĕн тесен юратнă ĕçе çĕнĕ вăркăш кĕртме тăрăшатăп-çке. Кил-çуртри япала-хатĕре те пĕтĕмпех чăваш тĕррипе илемлетме тăрăшатăп, пуçра ырă шухăшсем темĕн чухлех.

Мероприятисен шучĕ те çук. Çулсерен чăваш тĕррин кунне халалланă куравсене хутшăнатăп. Округ тата республика шайĕнче чăваш тĕррине тĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ-сем ирттеретĕп. Ăстасем округ карттине тĕрленĕ чухне эпĕ чи кăсăклине те сумлине _ унăн гербĕпе ялавне тĕрлерĕм. Кайран вара тăван ял карттине тĕрлес ĕмĕт те çуралчĕ. Унта кашни урама, тĕслĕхлĕ кил-çурта, уй-хир пуянлăхне, мухтавлă Çĕнтерÿ кĕперĕпе туслăх садне, сăваплă çăл куçпа купельне те тĕрлесе хавхалантăм. Тăван киле вара чăваш тĕррипе кăшăлларăм.

Шупашкарта Чăваш Наци конгресĕ пуçарăвĕпе халăхсем хушшинчи чăваш тумĕсен 3-мĕш «Ахах-мерчен аваллăхĕ» фестивале те хутшăнтăм. Ятарласа çĕнĕ кĕпе çĕлерĕм. Ăна чăваш тĕррипе тĕрлесе илемлетрĕм, капăр хушпу хатĕрлерĕм. Ялта 100 çулхи сăхмана шыраса тупса курава килнисене паллаштартăм. Пирĕн Канаш округĕ Анатри чăвашсен йышне кĕрет-çке.

Районти культура çуртĕн-че çулсерен иртекен «Чăваш тĕрри — халăх пуянлăхĕ» уява хутшăнасси те ырă йăлана кĕчĕ. Уява ятарласа пултаруллă, чăваш тĕррипе чĕлхине юратакан тата упраса хăварма тăрăшакан çемйесене хутшăнтартăмăр.

Чакаçри вăтам шкулта «Чăваш тĕрри — чун уççи» уяв ирттерни те манăçа тухас çук. Шкул ачисем питĕ кăмăллă юлчĕç. Чăваш тĕррине тĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ ирттертĕмĕр, чăваш тĕррин пуянлăхĕпе вăрттăнлăхне уçса патăмăр. Любовь Кузьминапа Венера Николаева тусăмсем шкул ачисене чăваш наци тумтирĕпе тата эрешĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Шкулсенче эпир яланах кĕтнĕ хăнасем.

— Чăваш тумĕ хатĕрлес, ăна чăваш тĕррипе илемлетес ĕç сирĕн кулленхи ĕçпе те çыхăннă. Ахальтен çак сумлă ĕçе кÿленмен ĕнтĕ эсир.

— Паллах, капăр чăваш тумĕсемпе фольклор ушкăнĕнче уявсенче усă куратпăр. Çитĕнÿсем те çук мар. Клубĕ кивĕ пулсан та ?юсав ĕçĕсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр-ха/ ял халăхĕ мероприятисене питĕ хастар хутшăнать.

_ Фольклор ушкăнĕн те çитĕнÿсем çук мар пулĕ-ха;

_ Фольклор ушкăнĕпе чăннипех тăтăшах тĕрлĕ уява хаваспах хутшăнатпăр. Ту- ристсене тăван ялта чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илесси ырă йăлана кĕчĕ. Сăлтавĕ те çук мар. Мухтавлă Мăкăр ялĕнче авалхи чугун çул кĕперĕ вырнаçнă-çке. Мăкăр ен республика йĕркеленĕ туризм маршрутне те кĕнĕ. Кашни кун тенĕ пекех сăваплă вырăнсене туристсем килсе кураççĕ. Хăнасене эпир яланах тарават. Пултаруллă ушкăна чăваш туйĕсем ирттерме те йыхравлаççĕ.

«Туслăх» фольклор ушкăнĕпе Крыма та, Сочине те, Тутарстана çитсе куртăмăр, унти халăха чăваш юрри-ташшипе паллаштартăмăр, савăнтартăмăр.

— Пур енчен те пултаруллă, тарават та ĕçчен, ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ, ан сÿнтĕр малашне те йăлтăр куллу, утас çулу тумхахсăр пултăр!

Надежда Степанова калаçнă

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *