Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кĕрхи калча илемĕпекуçа тыткăнлать

Кĕрхи калча илемĕпекуçа тыткăнлать

Округри ял хуçалăх ĕçченĕсем уй-хир ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсен уйран хĕвел çаврăнăшне пуçтарса кĕртесси çеç юлнă. Çу культурин анисене десикациленĕ, вĕсене хура тĕс çапсанах комбайнсем хĕрÿ ĕçе пуçăнĕç.

Хĕвел çаврăнăшĕн анисем хуралса пыраççĕ пулсан, кĕрхи культурăсен анисем вара ешĕл симĕс тĕспе витĕнеççĕ. Кăçал Канаш тăрăхĕнче кĕрхисене планран ирттерсе акса хăварнă. Енчен те пулас тухăç никĕсне 5900 гектар çинче акса хăварма палăртнă пулсан, кĕрхи калча кăçал 5950 гектар çинче шăтса тухнă.

Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем Раççейри ял хуçалăх центрĕн ĕçченĕсемпе пĕрле кĕрхи калча çитĕнекен уйсене çитсе çаврăннă. Чăн та, вăхăтра акса хăварнă хуçалăхсен уйĕсем илемĕпе куçа тыткăнлаççĕ. Çĕре хывнă тулă тата ыраш пĕрчисене ун чухне шăтса калчана çаврăнма, унтан вăй илсе тÿпене кармашма пур услови те пулнă.

Ял хуçалăх центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кĕркунне акма палăртакан вăрлăха округри виçĕ хуçалăх çеç тĕрĕслев витĕр кăларнă. Вĕсем — АСК «Канаш» (60 тонна), «Канаш-агро» пĕрлĕх (30 тонна) тата Владимиров хресчен-фермер хуçалăхĕ (56 тонна). Ыттисем уйран пуçтарса кĕртнĕ тухăçа тÿрех акса хăварнă.

Çанталăк лайăх тăнине кура ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе те кал-кал пурнăçласа пыраççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсем 6260 тонна утă типĕт-се кĕртнĕ (планăн 136 проценчĕ), 11250 тонна сенаж янтăланă (94 процент).

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *