Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Культура вучахĕн янкăр çутикашнин чун-чĕрине хĕмлентертĕр

Культура вучахĕн янкăр çутикашнин чун-чĕрине хĕмлентертĕр

Канашри муниципаллă округра ял-салара пурăнакансен пушă вăхăтне усăллă тата интереслĕ ирттерме 59 клуб учрежденийĕпе 29 вулавăш ĕçлет. Вĕсенче 148 специалист тăрăшать. 2023 çулта культура сферинче тăрăшакансем çичĕ пин ытла массăллă мероприяти ирттернĕ.

Культура учрежденийĕсенче çынсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантаракан ушкăнсем чăмăртаннă, вĕсем хăйсем тавра тăватă пин ытла çынна пуçтарнă.

Çĕршыври культура сферине çÿллĕ шайра тытса пыма «Культура» Наци проекчĕ нумай пулăшать. Унпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр Культура ĕçченĕн кунĕ тĕлне Юмансар ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хута кайнă. Икĕ хутлă культура çурчĕ пĕр вăхăтра çĕр ытла çынна йышăнма пултарать. Пĕрремĕш хутра пысăк концерт залĕ, вестибюль, гардероб вырнаçнă. Унтах чăваш халăхĕн аваллăх кĕтесĕ те хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă. Иккĕмĕшĕнче — чăн-чăн искусство тĕнчи, пултарулăх ушкăнĕсемпе тĕрлĕ кружока çÿрекенсем унта вăхăта усăллă ирттереççĕ. Тухья-хушпу ăсталаççĕ, капăр эрешсем тĕрлеççĕ.

Пĕлтĕр «Культура» Наци проекчĕн «Пултаруллă çынсем» федераллă проекчĕпе килĕшÿллĕн клубра тăрăшакан — 4, вулавăшра ĕçлекен 5 специалиста вĕрентсе кăларнă. Вĕсем квалификаци шайне ÿстерме пулăшакан ятарлă центрсенче тĕллевлĕ программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *