Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшăвĕ вăйра

Патшалăх пулăшăвĕ вăйра

«Çурт-йĕр» Наци проекчĕ çынсен кил-çурт условийĕсене лайăхлатма тата вĕсем пурăнакан вырăна хăтлăлăх кÿме пулăшать.

Иртнĕ çулта патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн округри 7 çемьене 6,048 миллион тенкĕлĕх çурт-йĕр сертификачĕсемпе тивĕçтернĕ. 3 çемьене ял-салара çурт-йĕр туянма е хăйсене тĕллĕн хăпартма 3,2 миллион тенкĕлĕх пулăшу сертификачĕсем панă. Нумай ачаллă 5 çемьене 14,2 миллион тенкĕлĕх çурт-йĕр сертификачĕсем парса хавхалантарнă. Нумай ачаллă пĕр çемьене 4,7 миллион тенкĕлĕх хăтлă çурт лартса панă. Тăлăх çитĕннĕ 8 çамрăка 21,6 миллион тенкĕлĕх çурт-йĕр сертификачĕсемпе тивĕçтернĕ. 6 тăлăха 9,3 миллион тенкĕлĕх хăтлă çурт-йĕр туянса панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *