Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вулавăш хăни – «Прицивилье» кĕнеке авторĕ

Вулавăш хăни – «Прицивилье» кĕнеке авторĕ

Канаш тăрăхĕнчи тĕп вулавăшра «Прицивилье: XVIII-XX ӗмӗрсенчи Чӑваш Ен историйӗпе экономики» кӗнекен соавторӗпе Надежда Бикаловăпа тӗлпулу иртрӗ. Ку кĕнекере Шăхасан, Атнаш тата Нĕркеç ялĕсен историне, обществăпа политикине, экономикине, культурипе пурнӑҫне сăнарланă, çавăн пекех паллă çыннисем çинчен те çырса кăтартнă.

Асӑннӑ кӗнеке историпе тавра пӗлӳ кӑларӑмӗсем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать, вăл тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансемшĕн тата вулавăшсенче ĕçлекенсемшĕн яланах актуаллă.

Надежда Бикалова – экономика наукисен кандидачӗ, Мускаври финанспа юридици университечĕн доценчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн I-мӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗ (1993-1995 çулсем). Вăл Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. Надежда Александровна – тӗрлӗ монографисен, учебниксен тата наука ӗҫӗсен авторӗ тата соавторӗ, хӑйне литература ӗҫӗнче те палӑртрӗ. Поэзиллĕ тата прозӑлла произведенийӗсен- че паха темӑсене хускатать: историне упраса хӑварасси, чăваш халӑхӗн йӑли-йĕркине хисеплесси, Тӑван çӗршыва юратасси тата ытти те.

Тӗлпулăва Шăхасан салинчи Çеспĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем тата салара пурăнакансем хутшăнчĕç. Мероприятие тĕп вулавăшăн информаци пайĕн ертÿçи Татьяна Николаева уҫрӗ. Вӑл Надежда Александровна Бикалова пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Малалла тĕлпулу хăни хăйĕн «Чаша любви», «Сокровища Светлояра» çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Унтан «Чувашский край», «Маме» поэмăри, «Звездный путь», «Прогулки с Поэтом», «Есенинские Напевы» сăвă ярăмĕнчи сыпăксене вуларĕ. Мероприятие хутшӑннисем Надежда Бикалован пултарулӑх тусӗсен музыкăлла видео хайлавӗсене итлесе киленчĕç.

Пухăннисене хăна тӗнче ялавӗ тата тӗнчери культура ялавӗ ҫинчен каласа пани кӑсӑклантарчӗ. Ҫак ялав – пĕр çĕршывăн çеç мар, пӗтӗм тӗнчен символĕ. Ялавăн шурӑ фонĕ ҫинчи ункӑра пӗрлешӳллӗ виҫӗ ҫаврака ӗмӗрлӗхпе пӗрлӗх символӗ пулса тӑрать. Надежда Александровна ҫак символлӑ ялавсене, хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене вăтам шкула тата тĕп вулавăша парнелесе хăварчĕ.

Тӗлпулу вӗҫленнӗ май вырăнти шкул директорӗ Венера Изратова тухса калаçрĕ, ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тата патриотла воспитани парас ӗҫре Надежда Александровнан кĕнекисем пысӑк пӗлтерӗшлĕ пулнине палăртрĕ. Канаш тăрăхĕнчи централизациленӗ библиотекăсен тытӑмӗн ертӳҫи Лилия Никитина хӑнана тӗлпулушӑн тав туса Тав çырăвĕ пачĕ.

Тĕп вулавăшра тăван тавралăх литературипе ĕçлекен Лариса Михайлова «Экономика наукисен Кандидачӗ – Надежда Александровна Бикалова» кӗнеке куравĕ йӗркелерӗ. Унта унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен пуян материалсем тӑратрӗ.

Лариса ЕВГЕНЬЕВА,

информаци пайĕн библиографĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *