Понедельник, 6 мая, 2024
Главная > Публикации > Старта çемьесем те туслă йышпа тухрĕç

Старта çемьесем те туслă йышпа тухрĕç

Йĕлме йĕлтĕр йĕрĕ илĕртрĕ таçтан, пит-куçа сив çилĕ чĕпĕтрĕ вăйран. Ăмăрту хăвачĕ тапрĕ çăл куçла, туслăх çирĕпленчĕ çак тупăшура. Кăçалхи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» спорт мероприятийĕ Канаш тăрăхĕнче çапларах иртрĕ теме те пулать. Ырă йăлана пăхăнса Мăкăр ялĕнче пурăнакансем те йĕлме йĕлтĕр çине тăрса стартса тухрĕç, çут çанталăк ытамĕнче пулса туслăха тата сывлăха çирĕплетрĕç.

Кăçалхи ăмăртăва Раççейри — Çемье тата Чăваш Енри Экологи культурин çулталăкĕсене халалларĕç. Асăннă çулталăксем Мăкăр енре те старт илнĕ ĕнтĕ. Ăмăртăва туслă çемье ушкăнĕсем хастар хутшăнни уйрăмах савăнтарчĕ. Старта тухакансен йышĕнче чи кĕçĕн спортсменка Маргарита пулчĕ, вăл 4-ра. Чи аслисенчен хăйĕн пултарулăхне туптаканĕ вара – Витюç пичче, вăл 84 çулта.

Витюç пичче çулĕсене пăхмасăр старта тухни спортпа туслă çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Ивановсен, Бурзуевсен тата Яковлевсен çемйисене спорт мероприятине активлă хутшăннăшăн чĕререн тав тăватпăр.

Ăмăртăва хутшăннисене пылак кучченеçпе сăйларăмăр. Ку хутĕнче те пире хамăрăн хаклă ентеш Любовь Павлова спонсор пулса пулăшрĕ. Ăна та пĕтĕм ял халăхĕ ячĕпе пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *