Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пăшалтан персе тупăшнă

Пăшалтан персе тупăшнă


Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче ветерансемпе сусăрсем пневматика винтовкинчен тĕл перессипе тупăшнă.
Ăмăрту Уçырма шкулĕн спорт залĕнче иртнĕ. Спорт мероприятине хутшăннă хастарсене вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Виталий Петров, сусăрсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Анатолий Семенов тата Раççейри ДОСААФăн Канашри уйрăмĕн директорĕ Викетний Владимиров саламланă.
Хĕрарăмсен хушшинчи тупăшура Пайкилтри ветерансен канашĕн председателĕ Валентина Григорьева çĕнтернĕ, вăл мишеньсене тĕл лектерсе 44 очко пухнă. Арçынсен тупăшăвĕнче Владимир Александров палăрнă, вăл Пукăртан ялĕнчен, унăн пухмачĕнче _ 46 очко. Ăмăрту хыççăн çавăн пекех иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă тĕл перекенсене тата ушкăнсене те уйрăммăн чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *