Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Лару-тăрăва çирĕп пăхса тăраççĕ

Лару-тăрăва çирĕп пăхса тăраççĕ

Ăшă тата çумăрлă çанталăк юр сийне самаях çÿхетрĕ. Çавна май кÿлĕсемпе юхан шывсем çурхи шывпа тулма пуçларĕç.

Ейÿ тухас хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе яваплă ведомство специалисчĕсем кунсерен тенĕ пекех округри пĕвесенчи шыв шайĕпе паллашаççĕ, юхан шывсем çинче пăр капланăвне шута илеççĕ. «Пысăк шыва» чылай чухне пăрăхсем хăйсем витĕр кăларса ĕлкереймеççĕ. Çавна май Тăрăн ялĕнче çурхи шыв çынсен хуçалăхĕсене хурăшлăх кÿме пуçланă. Ятарлă службăсем лару-тăрăва часах хăйсен аллине илнĕ, шыва малалла сарăлма паман.

Шыв-шур хăрушлăхĕ çивĕчленсен округра пурăнакансене пĕрлехи диспетчер службине шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *