Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Ĕмĕр сÿнми çулăм ялкăшĕ

Ĕмĕр сÿнми çулăм ялкăшĕ

Аслă Çĕнтерÿ кунне уявличчен вăхăт нумаях юлмарĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕллевпе Канаш тăрăхĕнче йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетнĕ.

Çак кунсенче ĕçлĕ ушкăн Шăхасан салинчи Çĕнтерÿ паркĕнче пулнă. Унта çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне Ĕмĕр сÿнми çулăм вырнаçтарасшăн. Çавна май газпа ĕçлекен специалистсем мемориал патне пăрăх туртса çитерĕç, горелка лартĕç.

Ĕмĕр сÿнми çулăма çитес уйăхра, Çĕнтерÿ кунĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăр ентешсене асăнса çутĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *