Среда, 17 апреля, 2024
Главная > Публикации > Унтанпа 33 çул иртрĕ

Унтанпа 33 çул иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшне историри паллă кунсен календарĕнче Тăван çĕршыв тулашĕнче пуç хунисене асăнмалли кун тесе палăртнă. Çав кун 1989 çулта совет çарĕсене Афганистанран илсе тухма пуçланă.


Кăçал унтанпа 33 çул çитрĕ. Çулсерен нарăс уйăхĕнче çак пулăма халалласа çĕршывĕпех асăну мероприятийĕсем иртеççĕ.
Ытларикун хулапа районти интернационалист салтаксем йăлана кĕнĕ йĕркепе Афганецсен скверне пуçтарăнчĕç. Асăну митингне хула администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — общество инфратытăмĕн аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Екатерина Филиппова, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай ра-йонĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов, Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Валерий Калиганов тата унăн пĕрремĕш çумĕ Герман Николаев хутшăнчĕç.
Тухса калаçакансем хирĕç тăруллă самантсемпе пулăмсене сивлерĕç, мирлĕ тÿпе айĕнчи пурнăçăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç. Унтан митинга пуçтарăннисем интернационалла тивĕçе пурнăçласа çамрăклах пуç хунă ентешсене асăнса палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *