Çĕрпÿ тăрăхĕнчи 2-мĕш номерлĕ шкулта туризм спорчĕ енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта республикăри шкулсенче асăннă спорт тĕсне тытса пыракан 13 ушкăн хутшăннă. Çак йышра Уçырма шкулĕн çамрăк спортсменĕсем те пулнă.
Çĕрпÿрен каччăсен ушкăнĕ — иккĕмĕш вырăнпа, хĕрсен ушкăнĕ вара виççĕмĕш вырăнпа таврăннă. Туризм спортне кăмăллакан пултаруллă ентешсене çак курăмлă çитĕнÿпе саламлатпăр.