Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > 90 çул тултарнă

90 çул тултарнă

Çак кунсенче ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гаврил Николаев 90 çул тултарнă. Юбиляра республикăри АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Валериан Соловьев, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Долгов саламланă. Валериан Мефодьевич Гаврил Алексеевича Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн салам çырăвне панă, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх суннă.

Гаврил Алексеевич Николаев 1934 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Мăкăр ялĕнче çуралнă. Мăкăрти çичĕ класлă (1948 ç.), Янкăлч вăтам (1953 ç.) шкулĕсенчен вĕренсе тухнă. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче зоотехник специальноçне алла илнĕ.

«Советская Россия» (Сител, Калиновка), Хрулев ячĕллĕ (Мăкăр) хуçалăхсенче зоотехникра, Канашри выльăхсене искусствăлла мелпе пĕтĕлентерекен станцире, «Канаш» колхозра тĕп зоотехникра, Канаш райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленийĕн аслă зоотехникĕнче ĕçленĕ. 1965 çултан пуçласа 1995 çулччен «Канаш» колхозăн тĕп зоотехникĕнче вăй хунă.

Гаврил Алексеевичăн пархатарлă ĕçне «Хисеп Палли» орденпа (1985 ç.), выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пысăк çитĕнÿсемшĕн СССР ВДНХн ылтăн медалĕпе (1989), «Ĕç ветеранĕ» (1985) медальпе хакланă. Ăна «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Ветеран паян та округри, хăйсен ялĕнчи общество ĕçне хастар хутшăнать.

«Канаш» колхоз выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсенчи кăтартусемпе яланах малтисен йы- шĕнче пынă. 1965 çултан пуçласа 1990 çулччен колхозăн мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 1800-1900 пуç, 4000-5000 пуç сысна, 700 пуç сурăх, 200 лаша пулнă. 100 га ял хуçалăх çĕрĕ пуçне 800-900 центнер сĕт, 1000 тонна яхăн аш-какай туса илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте 150-200 çын ĕçленĕ. Мăйракаллă шултра выльăх талăкра 800-900 грамм ÿт хушнă, сыснасем — 500-700 грамм, 100 ĕне пуçне 96-110 пăру илнĕ, кашни сысна аминчен — 18-22 çура. Пĕр ĕнерен çулталăкне 4000-5000 литр сĕт сунă. Кашни уйăхра 200-800 пуç самăртнă сысна сутнă.

«Канаш» хуçалăхра тăтăшах район, хуçалăх ертÿçисемпе, специалистсемпе, выльăх пăхакансемпе республика семинарĕсем ирттернĕ. Колхоз ула тĕслĕ ăратлă выльăх ÿстерсе республикăри хуçалăхсене çулленех 100 пуç таран пушмак пăру сутнă.

Гаврил Алексеевича 90 çулхи юбилейпа чун-чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пысăк телей тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

Валерий ДОЛГОВ,
АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *