Главная > Публикации > Тавах сире, шур халатлă ĕçченсем

Тавах сире, шур халатлă ĕçченсем

Вĕсем — хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçлакансем, шур халатлă ĕçченсем, сывлăх хуралĕнче тăракансем. Кашни çулах çĕртме уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче эпир медицина ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр, яланах пулăшма хатĕр пулнăшăн тав тăватпăр.

Çак кун умĕн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ Канашри тĕп район больницинче вăй хуракансем «Урожай» стадионта пуçтарăнса медицина ĕçченĕн кунне уявланă. Мероприятие профсоюз организацийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

Канашри тĕп район больницин тĕп врачĕ Сергей Шерне, муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Патшалăх Канашĕн депутачĕн Артем Владимировăн пулăшуçи Олег Галкин тата ытти хăнасем шур халатлă ĕçченсене ăшшăн саламланă, ĕçри тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пынăшăн, кашни пациента тимленĕшĕн, çăмăл мар ĕçре чăтăмлă пулнăшăн тав тунă.

Профессире чи пысăк çитĕнÿсем тунă ĕçченсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕ- семпе наградăланă. Вĕсен хушшинче — врачсем, медсестрасем, фельдшерсем, кĕçĕн персонал — медицина тытăмĕнче нумай çул вăй хуракансем.

Мероприяти вăхăтĕнче культура ĕçченĕсем, округри коллективсем хаваслă юрă-ташăпа савăнтарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *