Воскресенье, 23 июня, 2024
Главная > Публикации > Шавлăн та хаваслăн иртрĕ Акатуй

Шавлăн та хаваслăн иртрĕ Акатуй

Чăваш халăхĕн мĕн авалтан пыракан ырă йăла пур: çуракине вĕçлесен хресченсем Акатуй уявĕ ирттереççĕ, çак йывăр ĕç хыççăн пурте пĕрле пуçтарăнса, юрласа-ташласа, тĕрлĕ вăйă выляса, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшса савăнаççĕ. Иртнĕ шăматкун Канаш муниципаллă округĕнче юбилейлă 60-мĕш ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй — иртрĕ. Ăна кăçал Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкне халалларĕç.

Çанталăк иртенпех çумăрлă тăчĕ пулсан та Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадион халăхпа тулчĕ. Уява хаклă хăнасем те килсе çитрĕç, çав шутра: ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Артем Владимиров, Канаш хула пуçлăхĕ Виталий Михайлов, Тăвай муниципаллă округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Юрий Тарасов ертсе пыракан «Канашсем» ентешлĕх делегацийĕ. Çавăн пекех уява Канаш районĕн хисеплĕ гражданĕсем, депутатсем, территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, тĕрлĕ коллективсем тата муниципаллă округра пурăнакансем йышлăн хутшăнчĕç. Концерт программи пуçланиччен вĕсем ал ăстисен ĕçĕсемпе, тĕрлĕ темăллă площадкăсемпе интересленсех паллашрĕç. «Акатуй – ял-йыш уявĕ, Акатуй — чăваш уявĕ» илемлĕ театрализациленĕ представлени уявăн официаллă пайĕ пуçланни çинчен систерчĕ.

Мероприятие Канаш муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов уçрĕ. Пурне те уявпа саламласа вăл авалтан пыракан чăваш йăли-йĕркисен пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен каларĕ, муниципалитетăн кăçалхи çитĕнĕвĕсене палăртрĕ. «Канаш округĕн аталану никĕсĕ — унăн ĕçчен те тăрăшуллă, уçă та тÿрĕ кăмăллă çыннисем. Тăван еншĕн тăрăшакан, хăйсен кулленхи ĕçĕпе муниципалитета мала кайма пулăшакан çынсенчен эпир тĕслĕх илетпĕр», — терĕ вăл.

Хăнасем те уява пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕç. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов çуракин республикăри пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, округри çĕр ĕçченĕсене ял хуçалăх культурисен лаптăкне пысăклатнăшăн мухтарĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ. Çавăн пекех вăл ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламне вуласа пачĕ, патшалăх наградисене пачĕ.

Кăçалхи çуракине пĕтĕмлетсе ку ĕçе чи лайăх пурнăçланă хуçалăхсене палăртрĕç, вĕсене дипломсем тата кубоксем парса чысларĕç. Агропромышленноç комплексĕн ветеранне Валерий Долгова «Канаш муниципаллă округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята пачĕç. Çавăн пекех агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракан чылай ĕçчене нумай çул çак ĕçре тăрăшнăшăн, çитĕнÿсем тунăшăн Канаш муниципаллă округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Округăн пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе уява хаваслăх кĕртрĕç, куракансене лайăх кăмăл парнелерĕç.

Хăнасем территори уйрăмĕсем хатĕрленĕ «картишсене» интересленсе кĕрсе тухрĕç. Унта ял халăхĕпе калаçрĕç, чăвашсен йăли-йĕркисемпе паллашрĕç. Кашни «картишрех» хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, чăваш халăх апат-çимĕçĕпе сăйларĕç.

Акатуй, паллах, спорт ăмăртăвĕсемсĕр пулмасть. Спорта юратакансем волейболла, мини-футболла, шашка-шахмăтла выляса, арм-спортра, кире пуканĕ йăтса, михĕсемпе кĕрешсе, канат туртса тупăшрĕç, кĕрешрĕç, çăмăл атлетика эстафетинче ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесемпе хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *