Кăçал Чăваш Енре «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çут çанталăкри çичĕ кану вырăнĕ хута каймалла.
Вĕсенчен пĕри Канаш тăрăхĕнче çĕкленет. Глэмпинг унччен маларах «Цивиль» кану лагерĕ пулнă вырăнта вырнаçнă. Инвестор унта 90 яхăн модуллĕ çурт тума палăртать. Чылайăшне туса çитернĕ те ĕнтĕ, кану çурчĕсен пĕр пайĕ вара йывăçсем çинче те пулĕ.
Фирма ертÿçи Владислав Латышев пĕлтернĕ тăрăх, çак хăйне евĕрлĕ çуртсем туристсене ачалăх çулĕсене таврăнма пулăшĕç. Пытармалли çук, пĕчĕк чухне йывăç çинчи çуртсем çинчен кашни ача тенĕ пекех ĕмĕтленнĕ. Штабсем ăсталаса тĕрлĕ вăйă вылянине кашни çын ырă туйăмпа аса илет.
Глэмпингри кану çуртсенче ларнипе кăна иртмĕ, хăнасем валли ресторан, эко-сукмаксем тата скай-парк пăхса хăварнă. Çак пĕтĕм илем 25 гектар çинче вырнаçĕ.
Туристсене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кĕтеççĕ. Вĕсен йышне ÿстерме аякра мар вырнаçнă пысăк хăвăртлăхлă «М-12» трасса та пулăшĕ.