Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сывлăх кунĕ ачасене савăнăç кÿнĕ

Сывлăх кунĕ ачасене савăнăç кÿнĕ

Атнаш ялĕнчи Мичурин урамĕнче Спортпа сывлăх кунĕ иртнĕ. Уява ялти сумлă ватă Раиса Федорова уçнă. Ăмăртусене спортпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Вячеслав Касьянов йĕркелесе пынă.

Спорт вăййисене ялта çуллахи вăхăтра канакан ачасем валли ирттернĕ. Савелийпа София Белковсем ытти чухне Мускавра пурăнаççĕ, Иван Хрисанов Атнаша Самара хулинчен канма килнĕ, Илья Чернов — Шупашкар каччи, Арсенийпа Ульяна Мартыновсем Канашран килсе çÿреççĕ, Игнатпа Милана Касьяновсем Шăхасан салинче пурăнаççĕ.

Пĕчĕк шăпăрлансем хăйсем хушшинче тĕрлĕ дистанцие чупса, инçĕше сиксе, граната тата мечĕк ывăтса тупăшнă. Кашни вăйă тĕсĕнче очкосем пухса пынă. Арсений Мартынов ăмăртусен çĕнтерÿçи пулса тăнă, Иван Хрисанов иккĕмĕш вырăна тухнă, Савелий Белков виççĕмĕш пулнă. Аслăрах ÿсĕмри хĕрсем пĕр пек очко пухса иккĕшĕ те пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Парнесемпе çĕнтерÿçĕсене кăна мар, ăмăртăва хастар хутшăннă кашни çамрăка тивĕçтернĕ. Атнаш ялĕнче çапларах хаваслă иртет ачасен çуллахи канăвĕ.

Вячеслав КАСЬЯНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *