Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ял хăвачĕ — туслăхпа ĕçченлĕхре

Ял хăвачĕ — туслăхпа ĕçченлĕхре

Республикăра «Ял хăвачĕ» проект пурнăçа кĕрет. Çак конкурса Чăваш Енри вулавăшпа культура çурчĕсенче тăрăшакансем валли йĕркелеççĕ. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх литературин уйăхлăхĕ те иртет. Кăçал вăл чÿк уйăхĕнче старт илнĕ, раштав уйăхĕнче вĕçленĕ.

Республика конкурсне Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Юрий Гагарин ячĕллĕ тĕп вулавăш та хутшăнчĕ. Уявра Надежда Силпи çыравçă «Ылтăн пучах» кĕнекине презентацилерĕ. Ăна Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăларнă. Унта кĕçĕн çулхи ачасем валли сăвăсем пухса кĕртнĕ. Редакторĕ — Ольга Иванова, ÿнер ăсти — Наталья Андреева.

«Ылтăн пучах» кĕнекери сăввисенче Надежда Никитична тăван ен хăйне евĕрлĕхне сăнлать, кулленхи улшăнусене асăрхама вĕрентет. Унăн ĕçĕсенче ĕçченлĕх, сăпайлăх, тăрăшулăх тата пултарулăх пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те илемлĕ. Хĕлле çитсен вара тавралăх шурă шупăр тăхăнать.

«Эх, çунашка, çунашка,

Юнашар ман Хураçка.

Ярăнатпăр çырмара,

Пит илемлĕ таврара!

(«Эх, çунашка!»)

Çуркунне мĕн пур йывăç-курăк чĕрĕлет, кайăк-кĕшĕк вĕçсе килет. Çулла савăк кунсемпе, хĕвел ăшшипе илĕртет. Кĕркунне — тулăх пулнипе.

Кĕнекере Тăван çĕршыва, чăваш тĕррине, сывă пурнăç йĕркине халалланă сăвăсем те пур. Кашни сăвви çăмăллăн вуланать, чунра ăшă туйăмсем вăратать.

Уява хулари 8-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Пĕчĕк шăпăрлансем Надежда Силпин сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. Суйласа илнĕ сăвăсем асăннă проектпа килĕшÿллĕн çыхăнса пычĕç. Надежда Никитична ял хуçалăх темипе çыхăннă сăввисене ачасене чăвашларан вырăсла куçарса та вуласа пачĕ. Мероприятие хутшăннисене «Ах, тутлă çке çĕр улми», «Вăйăра», «Уяв курки», «Шăнкăрав», «Марине», «Ылтăн пучах» юрăсем уйрăмах кăмăла кайрĕç. Вĕсене хулари химиксен «Шевле» халăх вокал студине çÿрекенсем шăрантарчĕç (ертÿçи — Надежда Владимирова).

Шкул ачисем кашни сăвва-юрра хĕрÿллĕн алă çупса кĕтсе илчĕç. Уява мана та хутшăнма тÿр килчĕ. Эпир Надежда Никитичнăпа иксĕмĕр те кун-çулăмăра Çĕнĕ Шупашкар хулипе çыхăнтарнă. Хулан историйĕпе культурине аталантарас тата упраса хăварас тĕлĕшпе сахал мар вăй хунă. Ĕçе Химпром пĕрлешĕвĕн çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăхне çÿренĕ.

Куракансем ыйтнипе эпĕ хут купăспа выляса чăваш юрри шăрантарса патăм. Шăпăрлансемшĕн пуканесене чăваш тумĕ тăхăнтарса капăрлатни уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Тĕрĕ тĕрлес енĕпе ăсталăха хăйсене вĕрентме ыйтни вара чуна çунатлантарчĕ. Çитĕнекен ăрăва пухнă пуян опыта парса хăварма хаваспах килĕшрĕм.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *