Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Канашри муниципаллă округра депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата Канашри районсем хушшинчи прокурор Сергей Алексеев хутшăннă.
Ларăва депутатсен пухăвĕн председателĕ Сергей Шерне ертсе пынă. Ĕçлĕ ушкăн кун йĕркинчи 13 ыйтăва пăхса тухнă. Ларура çавăн пекех округри депутатсен пухăвĕн кăçалхи ĕç планне çирĕплетнĕ. Депутатсем вырăнти шалти ĕçсен пайĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕн отчетне итленĕ, Шаккăл тата Кивĕ Ахпÿрт ялĕсен старостисен кандидатурисене ырласа ышăннă.