Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ачасемпе тĕлпулу йĕркеленĕ

Ачасемпе тĕлпулу йĕркеленĕ

Округри тĕп вулавăшра çул çитмен çамрăксен хутшăну центрĕ вырнаçнă. Нумаях пулмасть унта «çавра сĕтел» иртнĕ.

Унăн ĕçне Чăваш Енре ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хутшăннă. Хăна ачасемпе тĕллевлĕ калаçу ирттернĕ, çав вăхăтрах вĕсен ыйтăвĕсем çине те хуравланă. Унтан Алевтина Николаевна хăйĕн ведомство витĕмĕнче тăракан Канаш тăрăхĕнчи ачасен общество канашĕн хастарне Ирина Мироновăна Тав çырăвĕ парса чысланă. Мероприяти ачасем хушшинче «Ыр кăмăллăх çăмхине» ăсталассипе йĕркеленĕ мастер-класспа вĕçленнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *