Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Тав хучĕпе чысланă

Тав хучĕпе чысланă

Канаш хулинче пурăнакан Глеб Семенова полици сотрудникĕсем Тав хучĕпе чысланă. Глеб 11-мĕш класра вĕренет, вăл хĕрарăм водителе ÿсĕр пассажиртан хÿтĕленĕ.

Ĕç-пуç çапларах пулса иртнĕ. Каччă кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче маршруткăна ларса парикмахерские кайма тухнă. Шăпах çавăн чухне хĕрарăм водительпа ÿсĕр пассажир вăрçăннине асăрханă. Арçын билетшăн тÿлемен, водителе усал сăмахсем каласа хăртнă.

Глеб арçынна хăйне йĕркеллĕрех тытма ыйтнă. Анчах та çакă хĕрĕнкĕскере килĕш-мен. Вăл чарăнура каччă хыççăн тухнă та ăна пĕççинчен мăйăр катакан хатĕрпе çапнă. Хĕрарăм водитель тÿрех полицие шăнкăравланă. Арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *