Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Икĕ хула хушшинче тăванла хутшăну йĕркеленĕ

Икĕ хула хушшинче тăванла хутшăну йĕркеленĕ

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшĕччен Чăваш Ен делегацийĕ Беларусь Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Регион ертÿçи Олег Николаев ертсе пыракан ушкăн йышне Канаш хулин пуçлăхĕ Виталий Михайлов та кĕнĕ.

Делегаци, çул-çÿрев вăхăтĕнче, кÿршĕллĕ çĕршывăн ертÿçипе Александр Лукашенкăпа тĕл пулнă, пысăк предприятисене çитсе курнă, ял хуçалăхĕ тата туризм тĕлĕшĕпе ятарлă килĕшÿ-сем çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Канашпа Беларуçри Осиповичи хула хушшинче тăванла хутшăну йĕркелессине те пăхса тухнă.

Канаш хулин пуçлăхĕ Виталий Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, Канашпа Осиповичи иккĕшĕ те чугун çулăн пысăк узелĕ шутланаççĕ, икĕ хулара та вакунсем тăвакан заводсем ĕçлеççĕ. Хула ку- нĕсене те пĕр кунтах паллă тăваççĕ, çурла уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче. Кăçал, сăмах май, Осиповичи 100 çулхи юбилейне паллă тăвĕ, Канаш хули вара 99 çул тултарĕ.

Тăванла хутшăну инвесторсене чылай проекта тÿрремĕн пурнăçлама май парĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *