Понедельник, 16 сентября, 2024
Главная > Публикации > Çамрăк боксерсем палăрнă

Çамрăк боксерсем палăрнă

Чулхула облаçĕнчи Бор хулинче бокс енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ. Унта Канаш хулинчи Воронков ячĕллĕ спорт шкулĕнче хăйсен ăсталăхне туптакан боксерсем те çитсе килнĕ.

17-18 çулсенчи яшсен хушшинче тупăшса Егор Сергеев пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ăна турнирăн чи лайăх боксерĕ сумлă ят тата ятарлă парне _ телевизор парса чысланă. Тепĕр Канаш каччи Тахир Кондратьев кÿршĕ регионтан иккĕмĕш вырăнпа таврăннă. Вăл ринг çине тватă хутчен тухнă, виçĕ тупăшăва çĕнтерÿпе вĕçленĕ. Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *