Пятница, 3 мая, 2024
Главная > Публикации > Хăйсем юратакан апат пирки каласа кăтартнă

Хăйсем юратакан апат пирки каласа кăтартнă

Шкулсенче директорпа ирхи апат çиесси ырă йăлана кĕнĕ. Ачасем сĕтел хушшинче пĕлÿ çурчĕн ертÿçипе меню хăйне евĕрлĕхне, апат тутине сÿтсе явма пултараççĕ.

Хăйсем кăмăллакан апат пирки каласа кăтартаççĕ. Чылай чухне çак ăш-пиллĕ калаçу ачасен апат рационне çĕнĕлле пăхса тухма май парать.

Ухман шкулĕн директорĕ Татьяна Матвеева та çак кунсенче пĕрремĕш класра вĕренекенсемпе сĕтел хушшине ларнă. Ачасем шкул столовăйĕнче апатланма юратнине, унта пĕçерекен апат-çимĕç уйрăмах кăмăла кайнине пĕлтернĕ. Татьяна Валерьевна ачасем хăйсем ытларах мĕн çиме килĕштернине ыйтса пĕлнĕ, апатлану режимĕ тата ăна яланах пăхăнмалли çинчен каласа кăтартнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *