Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Йĕрке хуралçисене  тав  тăвать

Йĕрке хуралçисене  тав  тăвать

Канаш тăрăхĕ урлă иртекен «А-151» автоçул çинче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем хăйсен професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартса панă. Экипаж Шупашкар хулинчен килнĕскер пулнă.

Служба машини çумне çăмăл автомашина чарăннă. Хĕрарăм хăйĕн ачипе Канаш хулинчи больницăна васканине пĕлтернĕ. Хĕрача ăмăртăва хутшăннă хыççăн хăйне япăх туйма пуçланă. Инспекторсем пĕр тăхтаса тăмасăр амăшĕпе ачине служба машини çине куçарса лартнă, кĕске вăхăтра сиплев çуртне илсе çитернĕ. Хĕрача хăйне халĕ лайăх туять.

Ача амăшĕ А0117 номерлĕ патруль машинипе Канаш тăрăхĕнче ĕçлĕ çул-çÿревре пулнă йĕрке хуралçисене чĕререн тав тунине пĕлтерет:

«Эпĕ нумай ачаллă анне Ирина Филиппова, Çĕнĕ Шелттем ялĕнче пурăнатăп. Манăн ачасем пурте мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă. Кун пек лару-тăрăва çак тарана çитсе пĕрре те лексе курман. Ача сывлăхĕшĕн хытă пăшăрханнипе вас- кавлă пулăшу килессе кĕтмесĕрех хамăр машинăпа çула тухрăмăр. Телее, пирĕн тĕле йĕрке хуралçисем пулчĕç. Хытă пăшăрханнипе вĕсен ятне-хушматне те ыйтса юлаймарăм. Кайран хамăра пысăк пулăшу кÿнĕ çăлавçăсем кам пулнине шыраса тупрăмăрах. Вĕсем _ полицин аслă лейтенанчĕ Евгений Калисов тата унăн напарникĕ полици лейтенанчĕ Алексей Тимофеев. Пысăк тав вĕсене, çирĕп сывлăх, ăнăçу тата телей сунатăп!»    

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *