Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Пысăк инкексĕр ирттерсе ярар

Пысăк инкексĕр ирттерсе ярар

Юр ирĕлнĕ май куç тĕлне тĕрлĕрен çÿп-çап тухса пырать. Çынсем вĕсене çунтарса яма тăрăшаççĕ. Анчах та субботник пур чухне те ăнăçлă вĕçленмест. Кил-çурт таврашне тĕрлĕрен ăпăр-тапăртан тасатнă чухне вут-кăварпа тимлĕ пулмалли çинчен вырăнти пушар хуралĕпе çăлав чаçĕн караул начальникĕ Артур Григорьев та асăрхаттарать:

— Çанталăк çуркунне енне сулăннă май çынсем пахчасемпе картишсене тата çурт-йĕр таврашне тирпей-илем кÿме тытăнаççĕ. Пуçтарăннă çÿп-çапа вара çунтарса яма тăрăшаççĕ. Пĕчĕк кăвайт пысăк инкек патне илсе çитерме пултарасси çинчен пачах та шутламаççĕ тейĕн. Çавна май кил-çуртсăр тата хуралтăсемсĕр тăрса юлаççĕ. Синкерлĕ çакнашкал пĕр тĕслĕхе, нумаях пулмасть, округри пĕр ялта та шута илнĕ. Кил хуçи хуçалăхра пуçтарăннă ăпăр-тапăра картишне вырнаçтарнă тимĕр пичкере çунтарса яма шутланă. Çулăм часах газ баллонĕсем упранакан вырăна çитнĕ. Вĕсенчен пĕри сирпĕннĕ, çакă çурт çумĕнчи хуралтăсене сиенлетнĕ. Тепĕр баллона çăлавçăсем пушартан чиперех илсе тухма пултарнă. Кил хуçине пĕрремĕш пулăшу панă, вăл больницăна лекнĕ. Умра — çурхи субботниксен тапхăрĕ, яваплăха туйса ăна пысăк инкексĕр ирттерсе ярасчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *