Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Çанталăк ăшăтĕ

Çанталăк ăшăтĕ

Ку эрнере пирĕн республикăра малтан антициклон хуçаланчĕ.

Унтан циклон çитрĕ. Вăл çумăр пĕлĕчĕсем илсе килчĕ. Çавна май çанталăк палăрмаллах ăшăтрĕ. Календарь çинче пуш уйăхĕн вĕçĕ, урамра вара ака уйăхĕнчи пекех.

Синоптиксем канмалли кунсенче каллех хĕвел тухасса шантараççĕ. Сывлăш температури 11-13 градус таран ăшăнма пултарĕ. Ку вара ака уйăхĕн 20-мĕшĕсенчи норма. Çитес эрне пуçламăшĕнче термометр юпи 15 градус таранах ăшă кăтартма пултарĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *