Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Анна Антонова – кăçал виççĕмĕш

Анна Антонова – кăçал виççĕмĕш


ЧР Шалти ĕçсен министерствинче «Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор – ачасен куçĕпе» ача-пăча ӳкерчĕкĕсен конкурсне ирттернĕ.
Конкурса çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисем тата правона пăсакан çул çитмен ачасене вăхăтлăх вырнаçтармалли центр йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланă. Республикăн тĕрлĕ хулипе округĕнчен пĕтĕмпе 40 ĕç килсе çитнĕ. Онлайн сасăлава хутшăнтарма жюри 20 ĕç суйласа илнĕ.
Чыслав шалти ĕçсен органĕсен музейĕнче иртнĕ. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене виçĕ ӳсĕм категорийĕнче палăртнă. 6-8 çулсенчи ачасенчен Çĕнĕ Шупашкарти Егор Зайцева çитекен пулман, 2-мĕш вырăнта – Шупашкарти Виктория Драгункина. 9-11 çулсенчи ачасенчен Сĕнтĕрвăрринчи Владимир Иванов – 1-мĕш, Шупашкарти Полина Смирнова – 2-мĕш, Куславккари Милена Бекенеева 3-мĕш вырăнта. 12-14 çулсенчи ачасен ушкăнĕнче Çĕмĕрлери Дмитрий Козырев çĕнтернĕ, 2-мĕш вырăнта – Шупашкарти Карина Андреева, 3-мĕшĕнче – Канашри Анна Антонова. Чи лайăх ĕçсем Раççей ШĔМĕн уяв куравне хутшăнĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *