Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Деклараци пама пурте васкамаççĕ

Деклараци пама пурте васкамаççĕ


Ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен 2024 çулхи тупăшсем çинчен деклараци памалла. Федерацин налук службин республикăри управленийĕнче журналистсем валли йĕркеленĕ брифингра çакăн çинчен аса илтернĕ, деклараци кампанийĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа панă.
Ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен Управлени ертӳçин çумĕ Александр Овчинников палăртнă тăрăх, республикăра кăçал налук декларацийĕ пама тивĕççисен йышĕ 59 пин çынпа танлашать. Пысăк пайĕ тупăш çинчен отчет тунă ĕнтĕ, анчах тата 18 пин çын васкамасть-ха. Çак документа 3-НДФЛ формăпа хатĕрлемелле.
Деклараци памалли тĕрлĕ мел пур – налук службин официаллă сайтĕнчи «Уйрăм çынсен уйрăм кабинетĕнчен» тата почтăран тытăнса инспекцие пырасси таранах. Электрон почти, паллах, чи мелли – хайхи тивĕçе килтен тухмасăрах пурнăçлама пулать. Унсăр пуçне кашни округ-хуларах ĕçлекен нумай функциллĕ центрсене те кайма пулать. Декларацисенче шутласа палăртнă налуксене утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тӳлемелле. Çак тивĕçе вăхăтра пурнăçламанни яваплăхпа çаврăнса килĕ: штраф, пени, тӳлемен налука шыраса илĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *