Çуркунне ир килнĕрен çĕлен-калта кăçал ытти чухнехинчен чылай маларах вăраннă. Çавна май, вĕсем çынсене сăхнă тĕслĕхсене, республикăра шута илме те ĕлкĕрнĕ.
Инкек тÿснĕ виçĕ çынран пĕри – Канаш тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăм. Хура çĕлен ăна, вăрманта кăмпа пуçтарнă чухне, пÿрнинчен сăхса илнĕ. Çывăх çыннисем çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнни тата тухтăрсем вăхăтра медицина пулăшăвĕ пани – хăрушлăха сирме май панă.
Çакнашкал лару-тăрăва лекес мар тесессĕн специалистсем вăрмана кайсассăн çынсене ура айне тимлĕн сăнаса утма ыйтаççĕ.

