Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Экзамен кунӗсем паллӑ

Экзамен кунӗсем паллӑ


Шкултан вӗренсе тухакансен пӗлӳ шайне ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗччен тӗрӗслӗҫ. Хушма тапхӑр – авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен пырӗ.
Ытларах ачасем математикӑпа, вырӑс чӗлхипе, информатикӑпа экзамен тытаҫҫӗ. Кӑҫал физика, биологи, хими суйлакансен шучӗ ӳснӗ.
9-мӗш класс пӗтерекенсен аттестат илес тесен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа тӗрӗслев ӗҫӗ ҫырмалла. Тепӗр 2 предмет – ача кӑмӑлне кура.
8 пин ытла шкул ачишӗн юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑрӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *