Çĕнĕ Шелттем ялĕнче агротуризм комплексне аталантарса пыраççĕ. Ку енĕпе унта ял хуçалăх продукцине тирпейлекен кооператив ăнăçлă ĕçлет. Çакна тума вăл, маларах, 10 миллион тенкĕлĕх патшалăх грантне çĕнсе илнĕ.
Агротуризм комплексне шелттемсем «Чăваш Енĕн пылак ылтăнĕ» ятпа йĕркелесе янă. Хăнасене вĕсем вырăнти утарпа тата пыл производствипе паллаштараççĕ. Çĕнтерĕвĕн юбилей çулталăкĕнче вара, ял çумĕнчи вăрманта, «Партизансен лагерьне» те туса хунă. Вăрçă çулĕсенчи çар тумне тăхăннă культура ĕçченĕсем, курма килекенсене, иртнĕ тапхăра тавăраççĕ, салтаксен пурнăçне кăтартса параççĕ. Унтах вăрçă çулĕсенчи юрăсем те янăраççĕ. «Партизансен лагерĕ» вăрманта çу уйăхĕн вĕçĕчченех ĕçлĕ.

