Шупашкарти Лапсар проездне юсама пуҫланӑ.
Чӑваш Енӗн Строительство министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне ҫанталӑк меллӗ май туса панӑ хыҫҫӑн тӳрех тытӑннӑ. «Объект ҫав тӑрӑхри районсенче пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ», – тесе хыпарланӑ асӑннӑ ведомство. Унта пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫнӑ.

