Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳреве тухас кӑмӑллӑ шкул ачисенчен заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ.
«Туризм тата тараватлӑх» наци проекчӗн программипе килӗшӳллӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑхра, культурӑра, спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ 2 пин те 500 ача валли 2 кунлӑх тур йӗркелеҫҫӗ.
Заявленисене Чӑваш Республикин социаллӑ порталӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
3 ҫулта проектпа килӗшӳллӗн 10 пине яхӑн шкул ачи регионти кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашнӑ.

