Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Калчасене сиен кÿреççĕ

Калчасене сиен кÿреççĕ


Хĕл кунĕсенче, çатăр сивĕсем пачах пулманнипе, хурт-кăпшанкă çăмартисем хăйсене ла- йăх туйнă. Çавна май, хальхи вăхăтра, сăтăрçăсем уй-хирте йышлăн палăраççĕ. Канаш тăрă- хĕнче, пулас тухăçа сыхласа хăварас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе, Раççей ял хуçалăх центрĕн вырăнти уйрăмĕн агрономĕ Марина Алексеева паллаштарать:
— Сăтăрçăсем пуррипе çуккине тата вĕсем мĕнле хăвăртлăхпа ĕрчесе аталаннине палăртас тĕллевпе _ ял хуçалăх культурисем çитĕнекен уйсене тăтăшах çитсе килетпĕр. Хурт-кăпшанкă калчасене сиен кÿме тытăннине тупса палăртсассăн вара хуçалăх ертÿçисене çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтатпăр. Нумаях пулмасть туса ирттернĕ фитосанитари тĕпчевĕ уйсенче тимĕр шапа евĕрлĕ хăнкăла вăйлă ĕрчесе кайни палăрчĕ. Вăл тулă, урпа калчисене сăтăр тума кăмăллать. Кĕркунне акса хăварнă тулă анисем çинче вара уйрăмах йышлă. Хам енчен çакна каласа хăварас килет, уйсене хими препарачĕсем сапма тухиччен СанПин сĕнĕвĕсене çирĕп шута илĕр, хăçан тата хăш уйра мĕнле препаратсемпе ĕçлессине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерме ан манăр. Пестицидсемпе ĕçленĕ чухне унпа усă курмалли регламент, харпăр гигиена тата ĕç хăрушсăрлăхĕ те тĕп вырăнта пултăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *