Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > Вулав çурчĕн мухтавлă çулĕ

Вулав çурчĕн мухтавлă çулĕ

Канаш тăрăхĕн тĕп вулавăшĕ 95 çул тултарчĕ. Унăн историйĕ 30-мĕш çулсенчен (пурте васкавлăн улшăннă, пур çĕрте те шкулсемпе вулавăшсем уçăлнă) тапхăртан пуçланать. Шăхасан салинчи комсомолецсем халăха, интеллигенцие çĕнĕрен йĕркеленекен вулав çурчĕ валли кĕнекесем пухмашкăн пулăшма чĕнсе каланă. Литература пухма учительсем нумай пулăшнă. Алендеевсен çемйи кĕнекесем чылай панă. Икĕ пине яхăн кĕнеке пухнă. Вулав çурчĕн заведующийĕ пулма пултаруллă комсомолеца Кирилл Андрианович Налимова шаннă.

Пирвайхи культура ĕçченĕсене ĕçлеме çăмăл пулман: ăсталăх сахалрах, ятарлă пĕлÿ те çук, çынсене те вулама хăнăхтармалла, культурăпа çывăхлатмалла. Анчах вăтăрмĕш çулсенчи çынсем хавхалануллă пулнă, ытлашши кулянман. Вулавăш ĕçченĕсем те таврара мĕн пулса иртнипе кăсăклансах тăнă, хаçатсем, журналсем сасăпа вуласа панă, кĕнекесене, статьясене сÿтсе явассине йĕркеленĕ, стена хаçачĕсем кăларса тăнă, çĕннине халăх хушшинче сарма тăрăшнă. Вулав çурчĕсем хут пĕлменлĕхе пĕтерес ĕçре тĕп вырăн йышăннă. Шăхасанти вулав çурчĕ хăйĕн ĕçне ялти çынсене лайăх хутшăнтарма пултарнипе палăрнă. Çирĕп план туса ĕçлесе пынă. Çак ĕçсемшĕн 1933 çулта К.А. Налимов избач Наркомпросăн 150 тенкĕлĕх премине илме тивĕç пулнă.

Малтанхи вулав çурчĕ пуп çуртĕнче вырнаçнă, унтах ял совечĕ те пулнă. Часах колхоз вулав пÿлĕмĕллĕ çĕнĕ клуб туса лартнă. Кунта вара кĕнекесем лартмалли уйрăм пÿлĕм те пулнă. Анчах та каçсерен вулав çуртĕнче кино кăтартни кĕнеке вулакансене пысăк чăрмавсем кÿнĕ. Çавăн пекех çулсем иртнĕçемĕн вулакансен шучĕ те, кĕнеке йышĕ те ÿссе пынă. Пĕчĕк вулав çурчĕ ял çыннисен кăмăлне тивĕçтереймен. Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн ял варринче, масар вырăнĕнче икĕ хутлă пысăк çурт ÿссе ларнă, унăн пĕрремĕш хутĕнче Культура çурчĕ, çÿлтинче вулавăш вырнаçнă.

1945 çул тĕлне вулавăшра 9010 кĕнеке, вулакансен шучĕ 1390 шутланнă. 1955 çулта çуртăн иккĕмĕш хутне пăсса антарнă та пĕрремĕшпе юнашар вырнаçтарнă. 1977 çулта вулавăша пысăклатнă – щитлă çурт тĕксе тунă. 1956 çулччен вулавăш Шăхасан районĕн шутланнă, Шăхасан районне пĕтернĕ хыççăн вăл çурт Канаш районĕн пулса тăнă. 1962 çулта ăна Канаш район вулавăшĕ теме пуçланă.

Кирек мĕнле ĕçе те, паллах ĕнтĕ, çын чапа кăларать, çын пурнăçлать. Район вулавăшĕ хăйĕн кĕнеке фончĕпе кăна мар, квалификациллĕ, ăста, ырă кăмăллă, вулакана яланах пулăшма хатĕр çынсемпе пуян пулнă. Çавăн пек çынсенчен пĕри – Мария Никитична Данилова. Вăл унта ахаль библиотекарь пулса ĕçленĕ, ун хыççăн, пултарулăхне кура ăна вулавăш пуçлăхне лартнă, каярахпа культура пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çавăн пекех Алевтина Михайловна Сорокина библиотекарь та тăрăшулăхĕпе палăрнă. Римма Осиповна Михайлова та кунта 20 çул ытла вăй хунă.

1977 çулта вулавăшсем централизаци тытăмĕ çине куçсан, пирĕн вулавăшра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Çĕнĕ пайсем: методика, комплектовани тата кĕнекесене шута илес ĕç, куçса çÿрекен вулавăш, çавăн пекех пĕрлĕхлĕ фонд йĕркелекен, унпа усă куракан пайсем уçăлнă. Канаш районĕн тĕп вулавăшĕ 40 ялти филиалне тата ача-пăча вулавăшне пĕрлештерсе тăнă. Централизаци тытăмне Елизавета Ивановна Шоркина нумай çул хушши ертсе пынă. Хăйĕн ырми-канми ĕçĕшĕн, халăха кĕнекепе тивĕçтерес енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илме тивĕç пулнă.

Çак сумлă ята пирĕн Канаш тăрăхĕнчи вулавăш систе- минчи тата ытти ĕçченсем те илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсем: Любовь Юрьевна Егорова (тĕп вулавăш), Юрий Семенович Никитин (Вăтапуç сали), Валентина Евлампьевна Степанова (Катек ялĕ), Таисия Васильевна Иванова (Çĕнĕ Шелттем ялĕ), Светлана Клементьевна Ананьева (Катек ялĕ).

Вулавăш системин ертÿçисем пулнă Любовь Ильинична Орлова, Маргарита Николаевна Иванова, Лариса Ивановна Герасимова, Лия Алексеевна Арсентьева хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсем пулнă. Халĕ вара вĕсен сумлă ĕçне Лилия Геннадьевна Андреева малалла тăсать.

Вулавăшăн тĕрлĕ пайĕ- сенче, тĕрлĕ çулсенче пултаруллă Елена Борисовна Иванова, Людмила Егоровна Егорова, Лидия Андреевна Кузьмина, Роза Петровна Ермолаева, Мария Николаевна Николаева, Любовь Никифоровна Касьянова. Наталья Геннадьевна Левая тата ыттисем ĕçленĕ.

Районти культура çуртĕнче пушар тухнă пирки вулавăш 2006 çултан пуçласа 2020 çулччен Шăхасан салинчи сыватмашăн пĕр çуртĕнче вырнаçнă пулнă.

Унтанпа нумай улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Акӑ 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗ ра-йон историне паллӑ пулӑмпа ҫырӑнса юлчӗ – Шӑхасанта паянхи пурнӑҫ ыйтӑвне туллин тивӗҫтерекен ҫӗнӗ йышши вулавӑш уҫӑлчӗ. Ăна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янă.

Канаш тăрăхĕн тӗп вулавӑшĕ централизациленӗ библиотекӑсен системин тӗп учрежденийӗ шутланать. Районти 29 ял вулавӑшӗн ӗсченӗ- сене методика пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерет.

Вулавăш пӗтӗмӗшле 786 тăваткал метр вырӑн йышӑнать. Иртнӗ ҫул унăн пулăшăвĕпе 3216 вулакан усӑ курнӑ. Кӗнеке фончӗ пурӗ 35 пине яхăн.

Канаш тăрăхĕн тӗп вулавăшĕ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ (1914-1917) шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ку ҫурт регионӑн культура еткерлӗхӗ шутланать. Халӗ вара пирӗн вулавӑш кӑна мар, «Ҫеҫпӗл» ӑс-хакӑлпа пултарулӑх нумай функциллӗ центрӗ. Çавна май кунта çамрăксен «Импульс центрĕ», «ВООК-лабиринт», «Вулава аталантармалли центр», «Информаци центрĕ», «Креатив центрĕ», «Интеллектуариум» ача-пăча аталану центрĕ, «Çеçпĕл» литература гос-тинăйĕ ĕçлеççĕ.

Кунта час-часах литературӑпа поэзи каҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Аслӑ классенче вӗренекен ачасене классика литературипе кӑсӑклантарас тӗллевпе «Ҫеҫпӗлпе чей ӗҫетпӗр» пӗрлӗх пӗр чӑмӑра пухнӑ.

Пирӗн вулавӑш ҫумӗнче пурӗ 9 клуб пӗрлешӗвӗ пур. Акӑ, сӑмахран, ачасем валли «Добрых рук мастерство», ҫамрӑксем валли «Формула успеха», аслӑ ӑрури ҫынсем валли «Забота», тӑван тавралӑх темипе кӑсӑкланакансем валли «Летописец», волонтерсен пӗрлешӗвӗ «Нам жить и помнить» тата ытти те.

Пирӗн тӗллевсем паллах халӑхӑн вулав тата социаллӑ культурине аталантарасси, пултарулӑх шайне ӳстересси пулса тӑраҫҫӗ.

Кӗнеке фондне ҫӗнетни, мультимедиллӗ хатӗрсем туянни, хӑтлӑ, майлӑ та кӑмӑллӑ хутлӑх йӗркелени – ҫаксем пурте вулавӑша хальхи вӑхӑтри ӗҫ меслечӗсемпе усӑ курма, вулакансен йышне ӳстерме май параҫҫӗ.

Çакӑн пек пысӑк улшӑнусем пулса иртни пирӗн вулавӑш ӗҫченӗсене хӑйсен тавракурӑмне те ӳстерме хис- тет. Кашни вулавӑш ӗҫченӗ культура институчӗсенче ятарлӑ хушма пӗлӳ илнӗ.

Лариса Евгеньева,

тĕп вулавăш библиографĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *