Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ырă улшăнусем пулса иртнĕ

Ырă улшăнусем пулса иртнĕ

Канашри чăх-чĕп фабрики çитес вăхăтра çулталăкра 100 миллион штук çăмарта илме палăртать. Предприяти, аталану çулĕ çине епле майпа тăнине, округ администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен, экономикăпа ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Алексеева каласа парать:

– 2023-мĕш çулта, çĕнĕ инвестор килнĕ хыççăн, Канашри чăх-чĕп фабрикинче ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Чăх-чĕп витисем çĕнелчĕç, вĕсене çĕнĕ хатĕрсемпе тивĕçтерчĕç, çĕнĕ çăмарта склачĕ çĕкленчĕ тата ытти те. Çак çитĕнÿре патшалăх пулăшăвĕн тÿпи те курăмлă. 2024-мĕш çулта кăна, предприятине инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме, 50 миллион ытла тенкĕлĕх субсидисем панă. Хальхи вăхăт тĕлне чăхсен шутне фабрикăра 400 пине яхăн пуçа çитернĕ. Кăçал предприятире 92 миллион штук çăмарта илме палăртаççĕ. 2026 çулта вара çак кăтартăва 100 миллион штука çитересшĕн. Ял хуçалăх продукцине çĕршыв тăрăх салатма «Пернатая долина» бренд пулăшать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *