Чӑваш Енре нумай функциллӗ центрсенчи терминалсемпе сайтсенче чӑвашла калаҫакан искусствӑлла интеллекет-пулӑшуҫӑ хута ярасшӑн. Ку ӗҫе икӗ ҫулта тума палӑртнӑ.
Ку сервис ҫынсене онлайн-режимра консультаци пама пултарӗ. Вӑл ҫынсенчен килнӗ ыйтусене хӑйех тӗрӗслӗ. Ҫакӑ вӑхӑта перекетлеме май парӗ.
Кунсӑр пуҫне искусствӑлла технологисемпе центрӑн пӗрлехи колл-центрӗнче калаҫӑва чӑвашла куҫарнӑ ҫӗрте те усӑ курӗҫ.