Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николай Кузнецов патшалӑх укҫипе вӗлле хурчӗ ӗрчетет.
Вӑл 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче Социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнчи ведомствӑсем хушшинчи комиссие социаллӑ контракт илме ыйтса заявка тӑратнӑ. Лайӑх смета хатӗрленӗскере комисси патшалӑх укҫине уйӑрса пама йышӑннӑ.
«Аякри ялсенче пурӑнакансене социаллӑ контракт пурнӑҫа лайӑхлатма пулӑшать. Эпир вӗлле хурчӗсен ҫемйи шутне ӳстертӗмӗр, ҫӗнӗ вӗллесем тата кирле инвентарь туянтӑмӑр», – тенӗ Николай Васильевич.

