Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тулти сценкă

Тулти сценкă

Сиккассинчи ?Канаш р-нĕ/ колхозăн пĕрремĕш бригадинче пулса иртет ку сценкă.
Павăл: — Ак тамаша, ман урапа çумĕнчи урхалăха кам илнĕ;
Михаля: — Урхалăха явса хума та пулать-ха ăна. Пăх-ха, манне урапа çумĕнчи туртана такам кăларса кайнă.
Антун: — Так, пĕкĕ анчах кирлĕ. Ăçта-ши пĕкĕ;
Конюх: — Пĕкĕ çук. Ĕнер бригадир пĕкĕ вырăнне урапа тукунĕпе кÿлсе кайрĕ.
Антун: — Нукка, пар-ха эппин, кÿлсе пăхам.
Конюх: — Ав, навус купи айĕнче выртать.
Антун: ?Навус купи айĕнчен урапа тукунне кăларса кÿлсе пăхать/. Юрать, хăнана каймастăп-ха. Вăрмантан вутă çех тиесе килетĕп ?тухса каять/.
Павăл: — Тфу! Ĕç пулать-ку пирĕн. Урхалăх вырăнне — йĕвен аври, шертешник вырăнне — плуг урапин шăлĕ. Тилхепи çук-ха тата. Итем инçе мар-ха, çавăтса тухса, çавăтса та кĕрĕп ?тухса каять/.
Михаля: — Павăл! Ан кай-ха, манăн тевĕш çук. Урхалăха салтса пăрахса хăвар-ха;
Конюх: — Ĕнер бригадир çав урапапа тевĕшсĕрех Шелттеме хăнана кайса килчĕ. Бригадире юранине — сана юрамасть-и;
Михаля — Юрать эппин! Эй! Айда! Тфу! Эх, мур. Тĕнĕл вĕçĕнчи пăта çук пирки кус- тăрма тухса ÿкрĕ.
Конюх: — Акă кунта çĕмрĕк урапа çумĕн- че пур, килсе ил çавна.
Михаля пырса илет те, кустăрмине тăхăнтарса хурать: — Эй! Пошли!
Кăшт вăхăт иртсен бригадир пырса кĕрет.
Бригадир конюх еннелле: — Хăвăр патăрта ĕçнĕ чух каларăм вĕт-ха сана ĕçтермен çынсене лаша ан пар, — тесе;
Конюх: — Малалла памастăп.
Бригадир: — Лаша ыйтакансене эпĕ çырса парап. Анчах эсĕ вĕсене çук тесе яр, ан пар.
Конюх: — Юрĕ.
Бригадир ?шăппăн/: — Сан арăму виçĕм-кун кăрчама йÿçĕтетчĕ. Кайса ĕçер-ха çавна;
Конюх ?шăппăн/: — Эпĕ çитес пасара кăмрăк сутма каяс тетĕп.
Бригадир: — Кайса ĕçер-ха. Вара каятăн.
Конюх: — Айда!
?Хапха хупăнать/.
Илле Пайташ.
?Илья Пайташ çырнă çак сценка «Капкăн» журналăн 1938 çулхи пĕр номерĕнче çапăнса тухнă. Ун чухне Илле 18 çулхи каччă пулнă. Апла тăк, «Пайташ» псевдонима Илле çамрăклах суйласа илнĕ./

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *