Чӑваш Енӗн маунтинбайк енӗпе пӗрлештернӗ команди Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вӗсем ҫӗршыври 13 командӑна парӑнтарса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускав облаҫӗн команди тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Мусаври спортсменсем йышӑннӑ.
Командӑран уйрӑмах ҫак спортсменсене палӑртмалла: кросс-кантрире 21 ҫухрӑма парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Элина Семенова тата пӑхӑр медале тивӗҫнӗ Алина Карлова.

