Чăваш Енре кондукторсăр ĕçлекен тролейбуссем нумайланĕç.
ЧР Правительстви пĕлтернĕ тăрăх çитес вăхăтра 204 терминал-валидатор туянма палăртнă. Аукцион ирттерсе çĕнĕ оборудование илсе килсе вырнаçтарса лартакан подрядчике палăртĕç. Унăн 2027 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕччен пĕтĕм ĕçе пурнăçламалла пулĕ.
Маларах ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кондукторсăр тÿлемелли тытăм çине куçассине пĕлтерĕшлĕ тĕллев тесе палăртнăччĕ. Çак ĕçе тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçламалла.

